Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкул вӗрентекенӗсемпе Муркаш тӑрӑхӗнчи вӗрентӳ ӗҫченӗсен хушшинчи туслӑ ҫыхӑну ҫирӗпленсех пырать. Иртнӗ ҫул ҫу уйӑхӗнче Муркаш районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем Пучинкере кашни ҫул иртекен «Чӑваш вӑййине» килнӗччӗ, ӗнер вара, пушӑн 27-мӗшӗнче, Муркашри «Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн» ӗҫченӗсем хӑнара пулчӗҫ. Хӑнасен тӗллевӗ — пучинкесенчен тухья тӑвас ӑсталӑха вӗренесси.
Ӗҫлӗ тӗлпулу шкулти таврапӗлӳ музейӗнче иртрӗ. Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Е.М.Михайловапа Л.Н.Клементьева мастер-класс ирттерчӗҫ. Вӗсем тухья ӑсталас вӑрттӑнлӑхпа паллаштарчӗҫ, вӗтӗ шӑрҫапа эрешсем ҫыхма вӗрентрӗҫ. Кружока ҫӳрекен ачасем те хӑйсен ӑсталахне кӑтартрӗҫ.
Тӗлпулу тухӑҫлӑ иртрӗ, хӑнасем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
«Канаш ен пики» конкурсра ҫӗнтернӗ Ҫӗнӗ Шӗлттем хӗрӗ Алиса Чайникова иртнӗ шӑматкун республика шайӗнчи «Чӑваш пики» ӑмӑртура та хӑйне маттур кӑтартма пултарчӗ, «Чӑваш пики–2013» ята ҫӗнсе илчӗ.
Пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ ӑмӑртӑва Алисӑсӑр пуҫне тата 13 хӗр хутшӑнчӗ, вӗсем Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен тата Елчӗк, Етӗрне, Йӗпреҫ, Комсомольски, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Тӑвай, Улатӑр, Элӗк районӗсенчен пулчӗҫ.
Ӑмӑртури ытти чыславсем ҫак хӗрсене лекрӗҫ:
• Вице-Чӑваш пики–2013 — Лилия Петрова (Етӗрне районӗ);
• Куракансен кӑмалне кайнӑ пике — Екатерина Козлова (Муркаш районӗ);
• Ҫепӗҫ пике — Елена Рыжова (Канаш хули);
• Ӑс пике — Мария Шемякина (Йӗпреҫ районӗ);
• Хӳхӗм пике — Татьяна Константинова (Тӑвай районӗ);
• «Ю-ТВ» пики — Алиса Чайникова.
Ҫӑварни — савӑнӑҫлӑ уяв, хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илни. Ӑна ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Ӗлӗк ҫӑварни кӗҫнерникун пуҫланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте икӗ эрнене тӑсӑлнӑ. Пӗрремӗш эрни — Аслӑ Ҫӑварни, иккӗмӗшӗ — Кӗҫӗн Ҫӑварни. Христианлӑх сарӑлнӑ май чӑвашсен уявӗ вырӑссеннипе пӗрлешнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкул вӗренекенӗсем пушӑн 7-мӗшӗнче Ҫӑварни уявне ирттерчӗҫ. Урамра кунӗпех ҫил-тӑман алхасрӗ пулин те, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗсем шкул картишне пуҫтарӑнчӗҫ. Cавӑнӑҫлӑ уява шкулти воспитани енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ А.М.Максимовӑпа аслӑ вожатӑй Н.И.Шибаева йӗркелесе пычӗҫ.
Кашни класс ачисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ. Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле кукӑль-пӳремеч, ҫуллӑ ҫатма икерчӗ хатӗрленӗ, вӗсен тутлӑ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать. Кунтах сӑмаварсенче чей пӑсланать. Ачасем савӑнсах пӗр-пӗрне кӑна мар, хӑнасене те хӑналаҫҫӗ.
Уяв питӗ хаваслӑ та интереслӗ иртрӗ. Малтанах ачасем Ҫӑварни юррисем юрласа савӑнтарчӗҫ.
Кирек мӗнле ӗҫӗн те йӗрки пур. Чӑваш алфавитӗнчи мӗн пур саспаллисемпе усӑ курса ҫырмалли предложенисен конкурсне те пӗтӗмлетме вӑхӑт.
Чи малтанах конкурс пирки пӗр-ик сӑмах. Пурте ку конкурса мӗнле шутласа тупни пирки ыйту параҫҫӗ. Алфавитри пур саспаллипе те усӑ курса ҫырнӑ предложение панграмма теҫҫӗ, вырӑсла хитререх каласан «разнобуквица» тени пулать ӗнтӗ. Кунашкал тӗслӗхсем вырӑс, украин, акӑлчан, нимӗҫ, француз, чех, пӑлхар, грек, латыш, корей, яппун, эсперанто тата ытти халӑхсен чӗлхипе тупса вулама пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче типографи валли саспаллисем шӑратса шрифтсем епле ҫапӑннине курма кирлӗ пулнӑ-ха ку япала. Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ шрифтсем шутласа тупаҫҫӗ: вӗсен ячӗсем те тӗрлӗрен — пурне пуҫра асра тытса пӗтереймӗн! Анлӑ сарӑлнӑ «Съешь [же] ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложение Microsoft 1990 ҫултанпа усӑ курать. Артемий Лебедев панграммӑсене чылай ҫул хушши пухнӑ, ун патне ҫынсем хӑйсен предложенийӗсене яра-яра панӑ.
Чӑваш ҫырулӑхӗн хӑйӗн историйӗ пур. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ улшӑнусем пулнине те вулакан аванах пӗлет пулӗ.
Эрнекун, чӳкӗн 16-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ шкул ачисем хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетес тӗллевпе байссейнта пулчӗҫ. Йӗпреҫре вырнаҫнӑ «Патвар» вӑй-хал культурипе сывлӑх ҫирӗплев комплексӗ ҫумӗнчи «Ачасемпе самрӑксен спорт шкулӗ» АСҪ 6-мӗш клас ачисене хапӑл йышӑнчӗ, Эйпеҫ шӑпӑрланӗсемшӗн те бассейнта ишни кӑмӑла кайрӗ. Сывпуллашнӑ май ачасем кунта тепре те килме хатӗрри пирки пӗлтерчӗҫ.
Йӗпреҫри спорт комплексӗ ушкӑнпа йышӑнма пуҫланине кура районти ытти ачасем те кунта килсе хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетме, шывра ишсе канма пултараҫҫӗ.
Йӗрпеҫри этнографи музейӗ ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ экспонатпа пуянланӗ — унта Хумпуҫ Патӑрьелтен тимӗрҫӗ лаҫҫи илсе килнӗ. Музей директорӗ каласа панӑ тӑрӑх ҫак шухӑша ӑна музейӗн куравҫисем панӑ — чӑн та кунашкал культура тӗплӗхӗнче тимӗрҫӗ лаҫҫи пулмасан вӑл тулли мар курӑнӗччӗ.
Хумпуҫ Патӑрьелти лаҫа Чӑваш Тимеш платникӗсем сӳтсе илсе килме пулӑшнӑ. Игорь Акимов ертсе пынипе Александр Иванов, Алексей Андреев тата Александр Раймов чӑн та пысӑк ӗҫ тума пултарчӗҫ — вӗсем тӑрӑшнипе тимӗҫӗ лаҫҫин ҫӗнӗ пурнӑҫӗ пуҫланчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра тимӗрҫӗ лаҫҫинче вӗркӗчпе вучах тата сунталпа тимӗрҫӗ кӑмаки вырнаҫтарӗҫ. Музейра тимӗрҫӗ ӗҫне тума пултараканни те пур иккен.
Йӗпреҫри этнографи музейӗ 1980 ҫултанпа ӗҫлет. Унта хура пӳрт, икӗ хутлӑ кӗлӗт, йывӑҫ пӳрт, лаҫ, пӑлтӑр, тӑрналлӑ ҫӑл пур. Музейре 3 пин ытла япала упранать.
Йӗпреҫ районӗнчи ЗАГС уйрӑменче паян икӗ ҫурални ҫинчен паракан свидетельство алла тыттарнӑ — 277 тата 278-мӗш номерлисене. Саманчӗ те савӑнӑҫлӑ — ара, юпан 24-мӗшӗнче Хурамал ялӗнче пурӑнакан Хораськинсен кил-йышӗнче йӗкӗрешсем ҫуралнӑ. Кӑҫал вӗсем районта — пӗрремӗшсем, вӗсенччен йӗкӗреш пулманччӗ-ха.
Хораськинсен ҫемьинче телей йӑва ҫавӑрчӗ темелле — вӗсен кил-йышӗ тахҫантанпах кӗтнӗ арҫын ачасемпе пуянланчӗ! Василийпе Константин — тӑваттӑмӑшпе пиллӗкмӗш ачасем пулӗҫ. Халӗ ӗнтӗ аппӑшӗсене — Альбинӑна, Алинӑна тата Аннӑна — пысӑк ҫемьере кичем пулмех!
Иртнӗ шӑматкун Тӑвай районӗн шахматисчӗсемпе Йӗпреҫ районӗн командисем хушшинче тӗлпулу-матч иртрӗ.
Туслӑх матчне 10 хӑма ҫинче йӗркелерӗҫ (шӑп ҫавӑн чухлӗн килнӗ хӑнасем — 9 каччӑ та 1 хӗр). 30-шар минутлӑ регламентпа шахматҫӑсем икшер парти вылярӗҫ. Район чысне И.Соловьев (1-мӗш хӑма), Ю.Арестов, К.Григорьев, Г.Соловьев, В.Пастухов, А.Шишов, Н.Кондратьев, В.Дмитриев, А.Афанасьев тата Е.Фомина хӳтӗлерӗҫ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑвайсем 14,5:5,5 шутпа ҫӗнтерни паллӑ пулчӗ. В.Пастухов, А.Шишов, Н.Кондратьев, В.Дмитриев, А.Афанасьев харпӑр хӑй хӑми ҫинче хӑнасенчен 2-шер очко илме пултарчӗҫ. Ыттисем очкосене ҫурмалла пайларӗҫ. Йӗпреҫсем япӑх мар выляҫҫӗ, ҫакна пирвайхи 4 хӑма ҫинчи тӗлпулусем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Хӑнасем кунта тӑвайсенчен ҫур очко ытларах та пуҫтарчӗҫ (4,5:4,0).
Тӗп вӑйӑсем хыҫҫӑн 5-шер минутлӑ икӗ партирен тӑракан блиц пулчӗ. Блицра та тӑвайсем ӑнӑҫлӑ вылярӗҫ.
Ҫак тӗлпулӑва Эдуард Сергеевич Николаев (Йӗпреҫ) ветеран йӗркеленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл тӑвайсене Йӗпреҫе йыхравларӗ — кунта вӗсене чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ иккен.
Авӑнӑн 30-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке тӑрӑхӗнче «Камай уйӗнчи вӑйӑсем» иртеҫҫӗ. Ҫак кун республика шайӗнчи виҫӗ мероприятии иртмелле.
Пӗрремӗшӗ — «Камай уйӗн урхамахӗсем» ятлӑ хресчен лашисен ӑмӑртӑвӗ, вӑл кӑҫал вунулттӑмӗш хут иртет. Кунта куракансем юланутҫӑсем 1 ҫх та 330 метр тӑршшӗ чупнине курма пултарӗҫ. Ҫакӑнтах йывӑр туртакан лашасен ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, вӗсен пӗр тонна тиенӗ урапана 120 метр тӑршшӗне вӑхӑтпа туртса тухмалла, тата 30 метр тӑршшӗне чи йывӑр урапа туртса тухассипе кӗрешӗҫ. Кӑҫал «Камай уйӗн урхамахӗсем» программине ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ: ятарласа хатӗрленӗ ипподромра юланутҫӑсен ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, кунта хытӑ чупакан лашасем ӑмӑртӗҫ.
Ҫакӑнпа пӗрлех Камай уйӗнче Республикари ял тӑрӑрӑхӗсен ушкӑнӗсен VI-мӗш Спартакиади иртӗ. Унӑн программине ҫак ӑмӑртусене кӗртнӗ: пӗр пӑт таякан пукана хапха урлӑ пересси, 80 кг таякан мишукпа чӗркуҫленсе ларасси тата сӑрт тӑрӑх чупасси.
Ҫав вӑхӑтрах Республикари вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхӗсен V-мӗш кунӗ иртет. Кунта вара волейбол тата футбол ӑмӑртӑвӗсем, эстафета тата сухаҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ.
Пурне те авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Камай уйӗнчи вӑйӑсене» чӗнетпӗр. Ӑмӑртусем 11 сехетре пуҫланаҫҫӗ.
Ӗнер республикӑн хӑш-пӗр районӗсем урлӑ вӑйлӑ ҫил иртнӗ тет. Шупашкар патӗнче, сӑмахран, йӗрӗ те курӑнманччӗ. Шар курнӑ районсем: Ҫӗрпӳ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Йӗпреҫ, Шупашкар (пӗлтертӗм ӗнтӗ — Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫил нимле сӑтӑр та туман) тата Елчӗк. Ытларах Сӗнтӗрвӑрри районӗ шар курнӑ иккен — ҫилпе пӑр 302 киле сӑтӑр тунӑ, 48 ял (9 000 ҫын) ҫутӑсӑр юлнӑ. Республикӑпа пурӗ 71 ял ҫутӑсӑр юлнӑ, паянхи ир тӗлне вӗсенчен 36-шӗнче ҫутта тавӑрнӑ (тата 35 ялта ҫутӑ тавармалла — пурӗ 3 400 кил).
Инкек курнӑ ҫынсене Правительство хӑвармӗ — ҫӑмӑл кредитсем илме пулӑшӗ, ҫил-тӑвӑл пӗтернӗ тырӑпа ҫӗрулмишӗн укҫа-тенкӗ уйӑрӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх пӑрлӑ ҫумӑр Ҫӗрпӳпе Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче 400 тата 1600 гектар лаптӑкра тырра пӗтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |